AnonsImg
31 января 2011 AnonsImg
31 декабря 2009

AnonsImg
30 марта 2030

Государственный исторический
архив Чувашской Республики
Государственный архив
современной истории
Чувашской Республики
Государственная киностудия
«Чувашкино» и архив электронной
документации

Халăх юрăçи(В. Давыдов-Анатри çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май)
Опубликован: 26 декабря 2007 г.

Пĕр-пĕрне чунтан

Хисеплен пулсан,

Нимте çук унтан

Хакли тус-тăван.

(В. Давыдов-Анатри)

 

Раштавăн 26-мĕшĕнче Ваçлей Давыдов-Анатри çуралнăранпа 90 çул çитет. Унăн ятне Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ. Тăван литература анинче 70 çула яхăн ĕçлесе паллă сăвăç халăхăмăра 40 ытла кĕнеке парнеленĕ. Сăвăçăн кĕнекисем, хаçат-журналсенче пичетленнĕ сăвви-юррисем тата ун çинчен çырнă паха материалсем Чăваш патшалăх пичет архивĕнче тирпейлĕн упранаççĕ. Мĕн çырнă-ха паллă сăвăç çинчен унăн пултарулăхĕпе кăсăкланакансем тата тус-юлташĕсем?

 

Пулас поэт Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 1917 çулта вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Тăван ялĕнче 7 класс пĕтерсен, унăн ĕçри хастарлăхне, çырас туртăмне шута илсе, районти комсомол комитечĕ, Шупашкарти партипе хаçат шкулне вĕренме янă. Каярах Чăваш патшалăх учительсен институтне пĕтернĕ.

 

Ялта ÿссе çитĕннĕ каччă ĕçе хастар кÿлĕннĕ. Вăл Первомайски районĕнчи «Коммунар» хаçат редакторĕнче, КПСС обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пичет секторĕнче инструктор пулса, Республикăри радиоинформаци комитечĕн заместителĕнче, тĕп редакторта, Чăваш кĕнеке издательствинче, Чăваш писателĕсен союзĕн пропаганда бюровĕн ертÿçинче вăй хунă.

 

Литература ĕçне В. Давыдов-Анатри 30-мĕш çулсен вĕçнелле тытăннă. Çамрăк авторăн малтанхи сăввисем «Çĕршывăмăр-анне», «Аслă праçник», «Аслă уявра», «Аслă ял варри – ешĕл сад пахчи», «Атьăр, вăййа тухар-и?» «Ĕç хĕрарăмĕ», «Хатĕр пул», «Ялав» журналсенче, «Коммунар», «Чăваш коммуни» хаçатсенче кун çути курнă. Хăйĕн пирвайхи ĕçĕсенче çав вăхăтри тапхăра сăнланă, пĕр сăмахпа каласан, самана таппипе тан утнă.

 

«Поэт халăх сăмахлăхĕнчен, ытти поэтсенчен вĕренсе пырать. Халăх юррисен кĕвви илтĕнет унăн малтанхи произведенийĕсенче», - палăртнă В. Тимаков çыравçă 1977 çулхи «Тăван Атăл» журналăн 12-мĕш номерĕнче.

 

Вулакансем поэтăн «Çамрăк ăру» ятлă пĕрремĕш кĕнекине 1951 çулта алла илнĕ. Ку сборника ача-пăча сăввисем кĕнĕ. Вĕсенче мирлĕ пурнăçа, çутçанталăк илемлĕхне çутатнă. Каярахпа çыравçăн кĕнекисем умлăн-хыçлăнах пичетленсе тухма тытăннă. Ытларах В. Давыдов-Анатри ачасем валли нумай çырнă. «Пĕчĕк тусăмсем», «Пирĕн телей», «Ача-пăча сăввисем», «Чĕре хушнипе», «Эпир пĕртăвансем», «Телейлĕ туслăх», «Çурхи кунсем», «Тимурпа унăн тусĕсем», «Атьăр, вулар ачасем», «Маттур Санюк» кĕнекисенче вĕренÿ, шкул, уроксем хыççăнхи вăхăт, тимуровецсем ваттисене пулăшни, урамсенче, садсенче йывăç лартса ÿстерни çинчен çутатнă.

 

В. Давыдов-Анатрин прозăллă произведенийĕсене илсен, уйрăмах «Сатин кĕпе» автобиографиллĕ повесть ăнăçлă пулса тухнă. Ăна поэт кĕçĕн çулхи ачасене халалланă. Хайлавĕсенче ял пурнăçĕ улшăнса, çынсен шухăш-кăмăлĕ çĕнелсе, аталанса пынине кăтартнă.

 

Поэтăн чи пысăк калăплă произведенийĕсенчен пĕри вăл – «Чеменпе Мерчен» поэма. Унăн малтанхи варианчĕ 1946-мĕш çулхи «Тăван Атăл» журналăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекисенче пичетленнĕ. Каярахпа ку произведени икĕ хутчен чăвашла пичетленсе тухнă. Çавăн пекех вăл вырăсла та кун çути курнă. Поэмăра автор Чеменпе Мерченĕн хĕрÿллĕ те асаплă юратăвне çырса кăтартнă. Чеменпе Мерчен – ĕлĕкхи çĕршер-çĕршер чăваш каччипе хĕрĕн сăнарĕсенчен пĕрисем. Ф.С. Васильев композитор ку поэмăпа опера çырса поэт лирикине анлă çул панă.

 

В. Давыдов-Анатри – поэт-юрăçă. Чăваш композиторĕсем Ф. Лукин, Г. Лебедев, В. Ходяшев, Т. Фандеев, В. Воробьев, А. Тогаев, Г. Хирбю, А. Токарев, Ф. Васильев, Ю. Кудаков, А. Асламас т. ыт. те 500 ытла юрă хывнă поэт сăмахĕсемпе. Унăн сăвви-юрри Тăван çĕршывпа, тăван тавралăхпа, хамăрăн халăх шăпипе, чăваш чĕлхине упрассипе, халăхсен туслăхĕпе çыхăннă. Поэт-юрăç сăмахĕсемпе хайланă нумай юрăсем халăхра, республикăри пултарулăх коллективĕсенче, профессилле юрăçсен репертуарĕнче анлă сарăлнă. Вĕсем хушшинче «Тăван çĕршывăм», «Чăваш çĕршывĕ», «Чечеклен, çĕршывăм», «Çĕршыв илемĕ», «Тăвансемĕр, тав сире», «Пире тăван кĕтсе тăрать», «Тальянка», «Сарпике», «Сас паракан пулмарĕ» т. ыт. те.

 

Г.С. Лебедев композитор поэт сăмахĕсемпе «Акатуй» юрă-ташă сюитине çырса хатĕрленĕ, Чăваш юрăпа ташă ансамблĕн репертуарне кĕртнĕ.

 

Давыдов-Анатри çамрăк ачасем валли те тăтăшах çырнă. Тăрăшса вĕренме, Тăван çĕршыва юратма, ÿссен ăслă çын пулма вĕрентнĕ поэт хăйĕн сăввисенче. Унăн «Юратнă анне» (кĕвви Ф. Лукинăн), «Лартар симĕс йывăçсем» (кĕвви Г. Лебедевăн), «Пĕчĕк сар хĕр Марине» (кĕвви В. Ходяшевăн), «Çуркунне» (кĕвви А. Токаревăн), «Пирĕн хаклă хăнасем» (кĕвви Т. Фандеевăн) сăвви-юррисем поэт творчествине илем кÿреççĕ, аслăлатаççĕ.

 

Акă мĕнле хак панă Д. Гордеев писатель В. Давыдов-Анатрин юррисене: «Василий Ивановичăн юрри-сăвви халăх юрри-сăввипе пĕр кĕвĕллĕ, çавăнпа вĕсем тÿрех чĕремĕрсем патне çитеççĕ те ĕмĕрлĕхе унта юлаççĕ» (Чăваш ен. – 1988. - № 1. – С. 5).

 

Чăннипех те В. Давыдов-Анатри нумай енлĕ çыравçă. Вăл поэт та, прозаик та, публицист та, хитре юмахçă та, куçаруçă та. Хăйĕн «Пуш параппан», «Сухал», «Ан тар, Антун», «Вĕçкĕн Иван мухтанать», «Ĕçри мыскара», «Тăрса юлнă çап-çара», «Ма каçăртан сухална» сатирăллă сăввисенче пирĕн хушăри йăх-яхсене питлнĕ, ятланă, ÿсĕр сĕрĕмсенчен кулнă. Тĕрлĕ халăх çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те аван ĕçленĕ, унăн ĕçĕсене чăвашларан К. Латыпов, В. Михановский, А. Казаков, П. Градов вырăсла куçарнă. Вырăс вулаканĕсем поэта «Мои друзья», «Заветная мечта», «Илья-Батырь», «Чемень и Мерчень», «Звенят родники», «Русалка» кĕнекисем тăрăх лайăх пĕлеççĕ.

 

Ытти çыравçăсен пултарулăхне те сахал мар тĕпченĕ. Уйрăмах Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕпе кăсăкланнă.

 

Тăван литературăра ырми-канми вăй хунăшăн аслă поэтăмăра Чăваш АССР тата РСФСР культурисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх поэчĕ ятне панă, Халăхсен Туслăхĕн орденĕпе, темиçе хутчен Хисеп Хучĕпе тата медальсемпе наградăланă. 1994 çултанпа вăл – Шупашкар хулин хисеплĕ çынни. Чăваш поэзийĕн мăнаçлă улăпне эпир, юбилей ячĕпе чĕререн саламласа, çирĕп сывлăх сунатпăр, татах та нумай илемлĕ сăвă-юрăсем чăваш халăхне парнелеме сĕнетпер.

 

 

Чăваш Республикин патшалăх

пичет архивĕн пай пуçлăхĕ

Е.Ф. Арланова

Источник: Авангард (Батыревский район). - 2007. - 26 декабря
Перейти в список



Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"

Полномочный представитель Президента Российской Федерации в Приволжском федеральном округе                  Минкультуры Чувашии